Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кивӗ Шӑмӑршӑ

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра пурӑнакан Яковлевсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ. Михаил Павловичпа Клавдия Митрофановна пӗр-пӗрне мӗн ачаран паллаҫҫӗ: кӳршӗре пурӑннӑ, пӗрле выляса ӳснӗ.

Михаил Павлович тивӗҫлӗ канӑва тухиччен механизаторта ӗҫленӗ, Клавдия Митрофановна вара — колхозра, культура ҫуртӗнче. Халӗ те ахаль лармасть, вӑл — волонтер, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли ку таранччен 40 мӑшӑр нуски ҫыхнӑ.

Яковлевсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 10 мӑнукӗпе, 4 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, пӗвесене тата пушар тухсан усӑ курмалли пӗвесене тасатмалли проектсене пуҫаруллӑ бюджетировани программине кӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри темиҫе пӗвене (списока ҫынсем хӑйсем сӗннӗ) тасатма палӑртнӑ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта ҫынсен унашкал пуҫарӑвӗсем ведомствӑна килнӗ, анчах саккун ҫуккине пула вӗсене конкурса кӗртеймен.

Кӑҫал ҫак районсенче пӗвесене тасатма палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑшра, Красноармейски районӗнчи Анаткасра, Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Костер ялӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра, Канаш районӗнчи Сухайкассинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56806
 

Чӑвашлӑх

Ҫакӑн пек шухӑшлать республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева. Сӑмахӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра «Улах сӑри» уявне ирттерни пирки-ха. Анатри чӑвашсен йӑлана кӗнӗ уявне Васанти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Ларшников пуҫарнӑ.

Уява ялти хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: асламӑшӗсен арчисенчен чӑваш наци кӗписемпе капӑрлӑхне кӑларнӑ, сӑра вӗретнӗ, кукӑль-пӳремеч, капӑртма пӗҫернӗ.

«Улах сӑрине» Кивӗ Шӑмӑршӑ клубӗ ҫумӗнчи «Тевет» фольклор ансамблӗ уҫнӑ. Унтан пухӑннисене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин уяв ячӗпе саламланӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» ансамблӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑра ҫырса илнӗ хӗрсен «Улах сӑри» уявне кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тури тата анат енчи, Пушкӑртри чӑвашсенчен ҫырса илнӗ йӑла юррисене шӑрантарнӑ, ташшисене ташланӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева мероприятие йӗркелекенсене тав тунӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ Тӗлпулури самант
Тӗлпулури самант

Кирек мӗнле вӑрҫӑ та халӑх чӗринче ӳт илеймен суран хӑварать. Вӑрҫӑ вӑрҫах: пӗрисем ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлаҫҫӗ, теприсем, тӑван тӑрӑха сывӑ-чӗрӗ е аманса таврӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫисем кӗрлерӗҫ. Вӗсенче мӗн чухлӗ салтак пурнӑҫӗ татӑлмарӗ-ши? Вӑрҫӑ пирки калаҫма йывӑр, анчах ун пирки манма пирӗн тивӗҫӗм ҫук.

Кӑҫал нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Афганистанран Совет ҫарӗсене тӗппипех илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Унти ҫапӑҫусем интернационалист салтаксен асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Чечня вӑрҫи те чылай ҫамрӑкӑн пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татнӑ. Хӑрушӑ ҫак вӑрҫӑсем салтак амӑшӗсен ҫӳҫне вӑхӑтҫӑр шуратнӑ.

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май республикӑри кашни ял-хуларах тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Акӑ Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнчи Культура центрӗнче уяв каҫӗ ирттернӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, Афганистан тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ интернационалист салтаксемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Уява Шӑмӑршӑ район администрацийӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, республикӑри интернационалист салтаксен пӗрлӗхӗн районти организацин председателӗ Геннадий Ельцов, Васан, Ярӑслав, Кивӗ Шӑмӑршӑ ялӗсенчи интернационалист салтаксем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял халахӗ хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын